"Ан пăрахсам мана..." спектакль

"Ан пăрахсам мана..." спектакль

Паян эпир К.Иванов ячӗпе хисепленекен Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем лартнӑ "Ан пăрахсам мана..." спектакль куртӑмӑр.

Белорусси драматургӗн Алексей Дударевӑн «Ан пӑрахсам мана» пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакльти ӗҫ-пуҫ 1944-мӗш ҫулта пулса иртет. Разведчика, мирлĕ вӑхӑтра физика учителӗ пулнӑскере,  тӑватӑ хӗр шанса параҫҫӗ. Ӗнерхи шкул ачисемпе вӑл  ятарлӑ операци ирттерме хатӗрленет...

Рольсене театр артисчӗсем чуна пырса тивмелле выляса пачӗҫ, уйрӑмах куракансем хамӑр ентеш,  Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валерий Котеев калăпланă тӗп роле кӑмӑлпа йышӑнчӗҫ.

Спектакль вӗҫленнӗ хыҫҫӑн артистсем хӑйсене ӑшшӑн кӗтсе илнӗшӗн Хӗрлӗ Чутай халӑхне тав турӗҫ, Шупашкара театра пырса курма йыхравларӗҫ.