Чӑваш чӗлхипе литература эрни

Чӑваш чӗлхипе литература эрни

Пирӗн шкулта ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа 26-мӗшӗччен чӑваш чӗлхипе литература эрни иртет. Ӑна Раççейри Ҫемье тата Чӑваш енри Экологи культурин тата ҫут ҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курнин ҫулталӑкӗсене, Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланă. Кашни тунти кун иртекен линейкӑра чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Жукова Л.В.  эрнелӗх планĕпе паллаштарчӗ, тӗрлӗ класра вĕренекенсем тӑван чӗлхе ҫинчен илемлӗ сӑвӑсем вуларӗҫ.